| 7096 | Ҫыншӑн ҫын тӑрӑшмасть теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7097 | Ҫыншӑн ҫын хуйхӑрмасть. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7098 | Ҫыншӑн та, хушӑн та йӗр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7101 | Ҫыншӑн та, хушӑн та макӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7099 | Ҫыншӑн шӑтӑк ан алт, хӑвах кайӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7100 | Ҫыншӑн шӑтӑк ан алт, хуна валли кам алтӗ? | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7103 | Таканнӑ чух тап кутран. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7102 | Такӑнакана кутран тап. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7104 | Уписен вӗсен кӗсри те пусмассерен тиха хӑмласа пырать теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7105 | Ури ҫине эпӗ пусман. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7135 | Хавӑнне ху пӗл. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7163 | Хайне аслӑ хуракан кӗҫӗне юлнӑ тет. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7106 | Халӑхӑнне итле те, хӑвӑнне ту. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7107 | Хам кахала хам калап теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7108 | Хамӑн тӑра тӑтӑр, ҫыннӑн пӗте тӑтӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7109 | Хамӑр килте хамӑр хуҫа. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7110 | Хамӑр пӗчӗк, терт пысӑк. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7111 | Хамӑр тӑван куҫ тулли. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7112 | Хамӑр тӑван ҫырлан туйӑнать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7113 | Хамӑр телей хамӑр алӑра. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7114 | Хамӑр ухмах пиркиех ҫук нушана шыратпӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7115 | Хамӑр ухмах пиркиех ыр курас чух хурлӑх куратпӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7116 | Хамӑр хурлӑх ют ырлӑхран маларах. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7117 | Харкам хӑй алли айнех туртать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7118 | Харкам хӑйӗн хӑй ҫӗклемӗ пур. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7119 | Харкам хӑйне мухтать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7121 | Харпӑр хӑй упракана Пӳлӗхҫӗ те упранӑ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7120 | Харпӑр хӑйшӗн макӑрма хушман. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7122 | Хӑв ӑсна ху тыт, ҫын тытасса ан кӗт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7123 | Хӑв вӗренсе ҫитмесӗр ҫынна вӗрентме ан васка. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7124 | Хӑв кӑмӑлу юлсан та ҫын кӑмӑлӗ тупӑнтӑр. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7125 | Хӑв килӗнте хӑв пӗлсе пурӑн, ҫын ҫинче ҫын пек пурӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7126 | Хӑв пӗлмесӗр ҫынна вӗрентме ан хӑтлан. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7127 | Хӑв ҫине хӑв ал ҫӗклени пысӑк ҫылӑх теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7128 | Хӑв тар тӑкса тупнӑ ҫӑкӑр тутлӑ теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7129 | Хӑв телейне ан ҫухат, ҫын телейне ан тухат теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7130 | Хӑв юратан та, хӑвах ҫиетӗн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7131 | Хӑва мӗнле виҫепе виҫсе парӑн, каялла ҫавӑ виҫепех виҫсе парӗҫ, ытларах парӗҫ тенӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7136 | Хӑвӑн ӑсна ҫирӗп тыт, ҫын сӑмахне ан итле. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7137 | Хӑвӑн ӑсу ҫитмесен ҫынран ыйт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7138 | Хӑвӑн пайта пулмасан ҫын пайтипе пуйма ҫук. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7139 | Хӑвӑн парас хӗр пулсан ҫын хӗрне ан хурла. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7140 | Хӑвӑн сӑпаҫҫипӑна ан хӗрхен, ҫынтан ан кӗт. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7141 | Хӑвӑн ҫитменлӗхсене курма пӗлес пулать. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7132 | Хӑвӑн ҫук пулсан та ҫыннӑнне ан ил теҫҫӗ. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7142 | Хӑвӑн ҫук пулсан та ҫыннӑнне ан хапсӑн. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7133 | Хӑвӑнне ан пар, ҫыннӑнне ан ил. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7134 | Хӑвӑнне пӗл, ҫыннӑнне пӗлсе ан ҫӳре. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7143 | Хӑвӑннупа тутӑ пул. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |
| 7144 | Хӑвӑнта ӑнлӑх ҫук пулсан ҫынра ан шыра. | Хӑвӑн — Ҫыннӑн |